Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Праздником Весны и Труда.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп! Майӑн пӗрремӗшӗ тӑван ене чунтан юратакан тата ӑна хӑйӗн ӗҫӗпе хитререх те пуянрах тӑвас шутлӑ пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет. Ҫак уяв мӗнпур ӗҫ ҫыннин пӗр шухӑшлӑхне, тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗвне, ҫӗнетӗве тата пултаруллӑ ӗҫе сӑнарлать. Чӑваш Енре ӗҫе кирек хӑҫан та юратса хисепленӗ тата сума сунӑ. «Ӗҫ – пурнӑҫ илемӗ, – вӗрентет халӑх ӑсӗ. Пирӗн умӗнхи ӑрусем тӑрӑшса пухнӑ Чӑваш Ен пуянлӑхне эпир пӗрлехи вӑйпа тивӗҫлӗн сыхласа упратпӑр тата малалла ӳстерсе пыратпӑр. Республикӑри ӗҫ ҫыннисен тӑрӑшулӑхне пула ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫулсем хута каяҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсемпе ача сачӗсем, стадионсем, сывлӑх сыхлавӗпе Читать далее…