Daily Archives: 21.04.2016

Ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхĕ

Шăмăршă район хаçачĕ.  Тимлĕхре — ĕçлекен сывлăхĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, апрелĕн 1-30-мĕш кунĕсенче республикăра ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхĕ пырать. Çак  хушăра кашни организаципе учрежденирех ĕç сыхлавĕпе çыхăннă мероприятисем  йĕркелеççĕ. Шăмăршă районĕнче те çак уйăхлăх программипе килĕшÿллĕн ĕç коллективĕсен ертÿçисен вĕрентĕвĕ пулса иртрĕ. ăна  Шупашкарти «Хăрушсăрлăх тата ĕçлев сыхлавĕ» вĕрентÿпе методика центрĕн специалистчĕсем ирттерчĕç. Семинарта Карапай Шăмăршă, Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, «Чебурашка», «Ромашка» ача сачĕсен заведующийĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем тата ытти руководительсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç. Çавăн пекех уйрăм çын предпринимательсем, тулли мар яваплă пĕрлешÿ ертÿçисем, хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсем, библиотекрьсем, хаçат ĕçченĕсем ĕçлев сыхлавĕ енĕпе  пĕлÿ пухни çинчен удостоверени илчĕç. Читать далее…


Яндекс.Метрика